ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔЭрнекун, 19.04.2024, 21:14

Салам Хăна | RSS
Тĕп | Каталог файлов | Регистраци | Кĕрĕм
Меню

Уйрăмри категорисем
Мои файлы [12]



YURATU.RU

alex-net

Мини-чат

Пирĕн ыйтăм
Хăш чăваш юрăçисем сире килĕшеççĕ
Пурĕ хурав: 1056

Статистика

Онлайнра пурĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0

Главная » Файлы

Всего материалов в каталоге: 12
Показано материалов: 1-10
Страницы: 1 2 »

Çакăн пек диск та архивра пулмалла. Вăл 2008 çулхи юпан 18-мĕшĕнче, Мускаври «Прожектор» Культура çуртĕнче «Раççей чăваш пики — 2008» ăмăрту иртнĕ. Пикесем хăйсен пултарулăхĕпе илемне «Конкурса хутшăнакансен парачĕ», «Визит карточки», «Ăс-тăн конкурсĕ», «Физически культура», «Творчество конкурсĕ» пайсенче кăтартнă. Илем уявĕнче халăх юратакан чăваш эстрада артисчĕсем юрлĕç.
Пĕтĕм Раççейри конкурса мĕнле хатĕрленине çаксем пăхса сăнаса тăнă: Федерацири Чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертӳçи, Раççейĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата РФ Оборона министерствинчи подразделенисенчен пĕрин уйрăмĕн начальникĕ, Федерацин Чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Владимир Селивестров. Аяларах "Сувар" хаçатра пичетленнĕ "Финала иккĕн тухрĕç" статья.

ФИНАЛА ИККĔН ТУХРĔÇ
Нимĕç хĕрĕсем – перекетлĕ, чикансем – чее, испанкăсем – хĕрӳ, француженкăсем – хӳхĕм, инди хĕрĕсем – уçă сасăллă, армян хĕрĕсем – кăра, вырăс майрисем – ырă кăмăллă пулсан, чăваш хĕрĕсем çак мĕн пур пахалăха хăйсенче пухнăн туйăнать. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Элмет муниципаллă районĕн культура управленийĕ тата вырăнти ЧНКЦ ирттернĕ «Чăваш пики» конкурса 12 хĕр хутшăнчĕ.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Василий Самойлов хăйĕн саламлă сăмахĕнче чăвашсем Элмет районĕнче уйрăм вырăн йышăнни çинчен каларĕ, кунти халăхăн 14 проценчĕ – 7 пин çын – чăваш. Çак халăхăн мала тухас ăнтăлăвĕ Василий Ивановича питĕ килĕшет. Район администрацийĕ Чăваш наципе культура центрĕн пуçарăвĕсене укçа-тенкĕ енчен тĕрев парассине шантарчĕ чиновник халăх умĕнче. Çакна куракансем питĕ кăмăллăн алă çупса йышăнчĕç. 
– Кам ура çинче тăрать – ларăр, – тесе асăрхаттарать конкурса ертсе пыракан Шупашкар артисчĕ Петр Ермолаев, – сцена çине чăваш пикисем тухаççĕ! 
Пĕрремĕш конкурса чăваш халăх тумĕсене тăхăнса тухман пулсан, вĕсене чăнах та ют çĕршыври халăхсен хĕрĕсемпе арпаштарма пулатчĕ, ячĕсене кăна илер: Изабелла, Лиана, Христина, Вероника. Çĕр çул каярах Элмет чăвашĕсем паракан Минеслу, Сертевпи, Илемпи ячĕсем вырăнне çак ятсене çĕнĕ самана илсе килчĕ ку тăрăха. 
Конкурса элметсем яланхи пекех çӳллĕ шайра хатĕрленнĕ. Çулсерен йĕркелӳ шайĕ ӳссе пырать. Ял чиперукĕсемпе парикмахерсем, визажистсем, хореографсем ĕçлени курăнчĕ. Çакă конкурса питĕ илемлĕ шоуна çавăрчĕ. Кунта тата, паллах, Сиреньел, Ерĕспел, Клемтел, Патраклă ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, клуб ĕçченĕсен пысăк ĕçне палăртса хăвармалла. Тăхтавсенче сцена çине Алексейпе Андрей Шадриковсем, Алина Выйгетова, Алена Алексеева тухса пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Шупашкар чиперккисем сцена çине тăтăш тухнипе жюрире ларакансем вĕсене конкурса хутшăнакансемпе арпаштара пуçларĕç. 
Юрăçсенчен хăшĕсем фонограммăпа туслă пулнинчен вара Элметри куракансем тĕлĕнсе ларчĕç: «Çавăнтан çити фонограммăпа юрлама килместĕп ĕнтĕ...» Çакнашкал хисеп таврăнасси пирки те шутласа пăхмалла пек... 
Асăннă çитменлĕхе шута илмесен, элметсем ирттернĕ конкурса пур енчен те мухтамалла. Чăваш костюмĕсем те, хутшăнакансем хăйсене сцена çинче еплерех тытни те, конкурс юхăмĕ те – тĕлĕнмелле лайăх: вăхăт енчен вăл яланхи пек вăраха тăсăлса каймарĕ. Çуркунне Шупашкарта иртнĕ «Чăваш пики» конкурса курнăччĕ, алла чĕре çине хурса калатăп, ĕненсемĕр, хальлĕхе вăл Элметрипе танлашаймасть. 
Конкурс финалне туй кĕпипе тухнă чипер хĕрсене курсан залра ларакан арçынсен чĕрисем хытăрах тапма пуçларĕç-тĕр. Йĕркелекенсем вĕсене парнесем парса, чечек çыххисем ăшне путарчĕç. Пикесенчен ытларахăшĕ шкулта вĕренет. Çак конкурс хĕрсене илем тĕнчине алăк уçса панăн туйăнать, вĕсем хăюлланаççĕ, хăйсем çине урăхларах пăхма пуçлани те сисĕнет. Çакă çамрăксен пурнăçĕнчи кирлĕ çитĕнӳсенчен пĕри. 
Жюри пĕр саслă пулчĕ, Элмет чăваш пикин диадеми (корона) Клемтелĕнчи Татьяна Ивановăн пуçĕ çине вырнаçрĕ. Çапах тепĕр пике те пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ тесе йышăнчĕç конкурса хаклакансем. Çапла Татьянăпа пĕрле Сиреньел ялĕнчи Анна Капитонова та октябрĕн 11-мĕшĕнче Хусанта иртекен финала хутшăнĕ. 
■ Константин МАЛЫШЕВ.

Мои файлы | Просмотров: 1315 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 30.07.2009 | Комментарии (0)

Диск лайăх парне вырăнне те усă курма пулать. Диск çинче Мускавра ирттернĕ Акатуй тата Петр Пупин скульптор, Праски Витти, Михаил Яковлев ÿнерçĕсем.

Мускаври Акатуй çинчен тĕплĕнрех "Сувар" хаçатра пичетленнĕ  "Мускав пуçтарчĕ халăха" каçăпа вырнаçнă статьяна вуласа пĕлме пултаратăр. 

Мои файлы | Просмотров: 1701 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 30.07.2009 | Комментарии (0)

Киосксенче "Чăваш ташши 35" сутăнма пуçларĕ. Дискра, паллах, çĕнĕ юррăсем.

Вова: "Кĕтеп сана"

Мои файлы | Просмотров: 1685 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 30.07.2009 | Комментарии (0)

"Аксар" студи "Чăваш ташши 32" альбома итлеме сĕнет. Альбома Анна Михаайлова, Сергей Павлов, Светлана Васильева, Мария Кузьмина, Алина Просвирнова, Сергей Лекеров, Галина Катейкина, Ирина Зарина, Светлана Нухрат, Алексей Шадриков, Мария Горшкова, Василий Николаев, "Янташ" ушкăн хăйĕн юррисемпе илемлетнĕ.

Мои файлы | Просмотров: 1905 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (1)

"Çамрăксен ташши" альбомра 101 юрă. Кăмăла хăпартма, дискотекара ура хуçса ташлама питĕ лайăх "эмел".

"Манăн савăк хĕвелĕм" (Игорь Иванов)

Мои файлы | Просмотров: 1746 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (0)

Асамлă вăхăт тесе мене каланине çак альбома итлесен пелме пулать. Альбомра 102 юрă. Сире альбомри "Хулиган" юрăна итлеме сĕнетпĕр.

"Хулиган"

Мои файлы | Просмотров: 1687 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (0)

Дипендра Мани чăваш эстрадине кăмăлакансене хăйĕн хичĕсемпе савăнтарма васкать.  Альбомра 15 юрă. Вĕсен шутĕнче - "Эс те, эп те", "Çил-тăман", Джуби-джуби", "Spaceman", "Мы расстались".

Мои файлы | Просмотров: 1364 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (0)

Алена "Юратнаран" альбома презентациленĕ каçĕнче ÿкернĕ концерта "Акссар" студи DVD çине çырса хатерлерĕ.  29 юрă пурне те килĕшессе шанатпăр.

Мои файлы | Просмотров: 5058 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (2)

Эстрадăра хăйнеевĕрлĕхпе палăрнă Типшем Сашук "Шанăçпи" ятлă DVD альбом кăларчĕ.  "Пурнăç малалла тăсăлать", "Тăвай хĕрĕ" "Салху юмах", "Ромеопа Джульетта", "Поэтпа пукане" - пурĕ 26 хайлав.

<>

Мои файлы | Просмотров: 1324 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (0)

Çак мелодрама тата трагеди çынна чунтан кÿрентермелле мар, тавăру кунĕ çитĕ тесе çирĕплетет. Фильм хăвăн пурнăçри вырăнĕ пирки шутлаттарать. Рольсенче Светлана Григорьева, Владимир Григорьев, Стас Владимиров, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Валентина Музыкантова, Светлана Савельева. Сценари авторĕ - Александр Пăртта, режиссерĕ - Валерий Иовлев тата Александр Пăртта. Фильма вырăсла та куçарнă.

Мои файлы | Просмотров: 1433 | Загрузок: 0 | Добавил: Aksar | Дата: 29.06.2009 | Комментарии (0)

1-10 11-12
Аван-и Хăна !

Хапăл туса йышăнатпăр!
Форма входа

Шырав

Сайт тусĕсем
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Чăваш халăх пултарулăхĕ
  • Чăваш википедийĕ
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

  • Чăваш эстрадин фан клубĕ

    Код ил

    Copyright AKSAR © 2009 çул
    Используются технологии uCoz