ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔЫтларикун, 19.03.2024, 07:04

Салам Хăна | RSS
Тĕп | Регистраци | Кĕрĕм
Меню



YURATU.RU

alex-net

Мини-чат

Пирĕн ыйтăм
Хăш чăваш юрăçисем сире килĕшеççĕ
Пурĕ хурав: 1056

Статистика

Онлайнра пурĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0

Аксар студи

чăваш юррисене итлеме юратакансене, чăваш фильмĕсене кăмăллакансене дисксем туянма сĕнет.

Почтăпа ярса паратпăр. ... Малалла вулас »

Просмотров: 2048 | Добавил: Aksar | Дата: 13.07.2009

Шупашкар районне кĕрекен Шăмăш ялĕнче çурлан 12-мĕшĕнче хаваслă уяв иртрĕ. Ялта кĕпер уçрĕç. Малтанхи кĕпер йывăçран пулнă, кĕç-вĕç ишĕлсе анман. Çĕнĕ кĕпере тума 700 пине яхăн укçа хывнă. Кĕпере уçнă хыççăн концерт иртрĕ. Концертра эстрада çăлтăрĕсем те пулчĕç. Çитес шăматкун чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе концерт пулмалла.

Просмотров: 3579 | Добавил: Aksar | Дата: 13.08.2009 | Комментарии (0)

Пурне те пĕлсе тăма. Çурлан 7-мĕшĕнче "Сурпан" курав залĕнче "Аксар" студи ертÿçин Алексей Васильевич Ивановăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать. Хапăл туса кĕтетпĕр.

Ÿкерчĕкĕсен пĕр пайне  http://aksar.ucoz.org/Foto/galereya/galereya.html  каçăпа курма пулать. Хăйĕн çинчен http://aksar.ucoz.org/index/0-14 каçăпа вулама пулать.

Проезд: Тролл. 1, 15, 18 до ост. Красная Площадь, авт. 1с, 15, 23, и тролл. 3, 4, 7,12 до ост. Дом Мод
Режим работы:* Ежедневно с 10.00 до 18.00, в субботу с 10.00 до 17.00, выходные - воскресенье, понедельник

Просмотров: 2590 | Добавил: Aksar | Дата: 01.08.2009 | Комментарии (1)

Çапла ятпа  "Аксар" студи DVD диск кăларчĕ. Диск çинче "Эткер", "Çын пĕлмен тĕрĕ", "Элĕк районĕ. Йăранар ял уявĕ", "Туй йăлисем", "Пушкăртра пурăнакан чăвашсем", "Вăйă юррисем, йĕркисем"  документла  фильмсем. Унсăр пуçне "Улăп" мультипликаци фильмĕ пур. Диск этнографсене, таврапĕлÿçĕсене, вĕренекенсене, шкул ачисене тата тăван халăх мешехи тата йăли-йĕркипе кăсăкланакансем валли усăллă.

Калăпăр, "Эткер" фильмра "Хĕвел хапартни", Çĕнĕ вут чĕртни", Хĕр сăри", Çăл тасатни", "Чуччу", "Вут хапхи" тата "Вăйă" реконструкцийĕсем. "Çын пĕлмен тĕрĕне" чăваш халăх легенди  тăрăх ÿкернĕ. 

Просмотров: 2275 | Добавил: Aksar | Дата: 30.07.2009 | Комментарии (5)

ннн
Татьяна Винокурова юрăç "Çуркунне" ятлă юрăпа клип ÿкерсе пĕтерчĕ. Ролик та, юрри пекех, позитивлă та оптимизпа тулли. Çитес вăхăтра эпир ăна курма пултаратпăр. 
Просмотров: 1931 | Добавил: Aksar | Дата: 15.07.2009 | Комментарии (1)

Илемлĕ юрă валли Типшем Сашук илемлĕ клип хатĕрлерĕ. Вулакансем сайта тимлĕн вуланă пулсан Çĕр çул пĕччен ятлă юрăна  итленĕ ĕнтĕ. Халĕ вара çак юрăпа хатĕрленĕ клипа кĕçех курма пултарĕç.

Клипа курас тесен час-час "Аксар" студин киоскĕсене "тĕрĕслемелли" кăна юлать. Пирĕн шутпа клип питĕ динамикăллă, чĕрĕ пулчĕ. Сюжетăн хевти те пурнăçра шанчăк пурри çинчен, çĕнĕ сывлам килни çинчен шахвăртать. Илемлĕ клип чăваш юррисене кăмăллакансене валли лайăх парне пулĕ.

Просмотров: 2049 | Добавил: Aksar | Дата: 15.07.2009 | Комментарии (0)

Уважаемые, дамы и господа!!!

Леди и джентельмены!!!

Синьоры и синьориты!!!

Ачасем и хĕрсем!!!

Вашему вниманию,предлагаем скачать и посмотреть видеоролик с Чувашской ДИСКОТЕКИ ночного клуба "Железный конь" 27.06.09.

Мускаври Чăваш дискотеки

Темĕна сÿтсе явма http:/ ... Малалла вулас »

Просмотров: 5643 | Добавил: СЕРЖ | Дата: 12.07.2009 | Комментарии (2)

"Чĕрем каçарĕ-ши" ятлă Алексеев Зайцев драматург "Мăкăнĕм, чунăм, савниçĕм" пьеси тăрăх лартнă пурнăçри юрату виçкĕтеслĕхне сăнласа паракан фильма ÿкерсе пĕтернĕ. Тин кăна пĕрлешнĕ çемьене Мира ятлă хĕрача килет. Çемье хуçи - Слава - ăна тахçанах пĕлнĕ. Çакăнтан пуçланать те кĕвĕçÿ, каварлашу, интрига...
Фильм видеооператорĕ - Владимир Карсаков. Рольсенче - Татьяна Зайцева ( Зайцева), Кулине - Света Савельева, Альтук - Валентина Музыкантова, Слава - Александр Степанов... Çак вăхăтра фильма монтаж тăваççĕ. Çитес вăхăтсенче вăл куракансем патне çитмелле.
Просмотров: 1813 | Добавил: Aksar | Дата: 06.07.2009 | Комментарии (0)

кино, чувашия, фильм видеостудия, камера
Çавăн ятлă илемлĕ тулли метражлă фильм "Аксар" студи  ÿкерсе пĕтерчĕ.  Тĕплĕнрех фильм çинчен, артистсемпе интервью çитес вăхăтра. Халлĕхе вулакансене валли фильм ÿкернĕ вăхăтри самантсем.
 кино, чувашия, видеостудия, видеооператор
Просмотров: 3183 | Добавил: Aksar | Дата: 03.07.2009 | Комментарии (0)

афиша, концерт, шоу, чебоксары
Ку чăнласах. Шÿтлеместпĕр. Трактор тăвакансен керменĕнче утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртекен концертра 1 кг премĕкпе телевизор выляттараççĕ. Мĕнле телевизор пулнине пĕлместпĕр-ха. Ку ноу-хау авторĕ те паллă мар-ха. Çапах та çак приза çĕнсе илекен пирĕн сайтăн геройĕ пулма тивĕç. Вăхăт çитсен пурте паллă пулĕ. Выляса илекен çинчен çырса пĕлтерĕпĕр. Выляса илнĕ телевизор умĕнче премĕкпе чей ĕçме аван пулмалла.

Просмотров: 2379 | Добавил: Aksar | Дата: 02.07.2009 | Комментарии (3)

Аван-и Хăна !

Хапăл туса йышăнатпăр!
Форма входа

Шырав

Календарь
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Çырусен архивĕ

Сайт тусĕсем
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Чăваш халăх пултарулăхĕ
  • Чăваш википедийĕ
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

  • Чăваш эстрадин фан клубĕ

    Код ил

    Copyright AKSAR © 2009 çул
    Используются технологии uCoz