ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔЭрнекун, 26.04.2024, 20:46

Салам Хăна | RSS
Тĕп | Каталог статей | Регистраци | Кĕрĕм
Меню

Уйрăмри категорисем
Мои статьи [144]



YURATU.RU

alex-net

Мини-чат

Пирĕн ыйтăм
Хăш чăваш юрăçисем сире килĕшеççĕ
Пурĕ хурав: 1056

Статистика

Онлайнра пурĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0

Главная » Статьи » Мои статьи

Хусан чăвашĕсем
Алексей Наумов ертсе пыракан «Хусан чăвашĕсем» ансамбль юлашки вăхăтра концертсемпе районсене тухса çӳременнине вĕсен пултарулăхне кăмăллакансем асăрхаса пăшăрханма пуçларĕç: çулталăк ытла ĕнтĕ ушкăна сцена çинче курман. Саланса кайман-и вĕсем?..
– Кунта нимех те пăшăрханмалли çук, – тет Алексей Наумов. – Пирĕн ушкăнри пĕр-ик солистка çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшăнман темелле. Сцена çине çулталăк тухманни – эпир çĕнĕ альбом хатĕрленипе çыхăннă. Кунта халĕ тытăм самаях улшăннă: юрăсем рок кĕвĕпе кăна мар, «айр-н-би», «хип-хоп» юхăмсене те шута илнĕ.
Тутарстанри чăваш сăвăçĕсемпе композиторĕсен юррисене альбома кĕртес йăлана «Хусан чăвашĕсем» халь те пăхăнса пыраççĕ. Çав вăхăтра вĕсем тĕпчевпе шырав ĕçĕсене те вĕçлемен. Авалхи чăваш юррисен кĕввине улăштармасăр хальхи сĕм кĕртсе-пуянлатса вĕсене иккĕмĕш пурнăç панипе танах. Çакнашкал юрăсен шутне эпосра сыхланса юлнă «Çĕлен» те кĕрет. Ăна çыртарнă чухне чăн халăх инструменчĕсемпе (тăмра, купăс, сăрнай) усă курнине музыкантсем пысăк çитĕнӳ тесе шутлаççĕ. Чăваш халăх юррисене стилизацилени çамрăксене уйрăмах килĕшет.
– Çакă яш-кĕрĕме тăван чĕлхе, культура енне çавăрмалли тепĕр меслет-çке, – савăнать ТР чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Малышев. – Ĕлĕкхине манакан хăй пуласлăхне курмасть тесе ахальтен каламан ватăсем. Пирĕн халăхăнни пек пуян тытăмлă фольклор Атăл тăрăхĕнче сахал халăхăн пур, вăл вĕт нацин танлаштарайми ăс-хакăл пуянлăхĕ. Ăна пирĕн ăру манса кайма тивĕç мар.
Хальхи вăхăтра ушкăн И.Я. Яковлев 160 çул тултарнине халалласа концерт программи хатĕрлет. Ăна мартăн 7-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче пурăнакансем хаклама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. «Хусан чăвашĕсем» килсе кайнă хыççăн чăваш эстрада музыкин культури çине урăхларах пăхакансем çак ялта та йышланчĕç. Мартăн 15-мĕшĕнче «Хусан чăвашĕсем» Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче тăхăрьялсене çĕнĕ программăпа паллаштарĕç. Алексей Наумов композитор кĕвĕленĕ юрăсен хушшинче салтака каякансем çинчен çырнă «Тăхăрьял» ятли те пур.
Юрăсен тытăмĕ пирки те пĕр-ик сăмах хушмалла. Унта эпир итлеме хăнăхнă «юратупа ырату» питĕ сахал. Çĕнĕ альбомра ытларах патриотла юрăсем теес килет. Унăн ячĕ те альтернативăлла: «Иккĕшĕнчен пĕри». Юрлакансем куракансемпе итлекенсене юрă тĕнчинчи çĕнĕ юхăма суйласа илме сĕнеççĕ. Çакнашкал юрăсем («Сенкер куçсем», «Хурлăхан», «Çăлтăрсем») «Чăвашрадио» йĕркелекен «Кайри-мала» хит-парадра пĕрремĕш вырăнсене тухни вĕсем Чăваш Республикинчи итлекенсене те килĕшнине пĕлтерет. Хальхи вăхăтра хит-парадра пурте пĕлекен «Кукамипе кукаçин» «айр-н-би» варианчĕпе паллашма пулать.
Концертра «чĕрĕ» инструментсемпе усă куракан çамрăк юрăçсем апрелĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти филармонире пысăк уяв программи кăтартма хатĕрленеççĕ. Тутарстанри яш-кĕрĕм пуçарăвне асăрхама ĕлкĕрнĕ. Концертсем йĕркелеме информаци тĕлĕшĕнчен артистсене «Сувар», «Хыпар» хаçатсем, «Чăвашрадио», «Чувашия» ПТРК, «Сhuvash.org» интернет-пĕрлĕх пулăшса пыраççĕ.

■ Меркурий КЛАВДИН.

"Сувар" хаçат


Категория: Мои статьи | Добавил: Aksar (17.07.2009)
Просмотров: 844 | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Аван-и Хăна !

Хапăл туса йышăнатпăр!
Форма входа

Шырав

Сайт тусĕсем
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Чăваш халăх пултарулăхĕ
  • Чăваш википедийĕ
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

  • Чăваш эстрадин фан клубĕ

    Код ил

    Copyright AKSAR © 2009 çул
    Используются технологии uCoz