...Виççĕн вĕсем - чĕвĕл саслă ырă куçлă Нина, çулне кура мар шухăшлă Настя, йăл-йăл кулăллă Оксана. Виçĕ çамрăк чун, виçĕ хавас кăмăл "Юрату.ru эстрада ушкăнне йĕркеленĕ. Юрă-кĕвĕ уйĕнче пуçласа утăмлаççĕ пулин те çитĕнĕвĕсем çук мар хĕрсен: тĕрлĕ концерта тăтăшах хутшăнаççĕ, итлекенсене илемлĕ юррисемпе тыткăнлаççĕ. Чăваш радио йĕркелесе пыракан "Кайри-мала" хит-парад çĕнтерÿçисем çав тери уçă чунлă, хавас кăмăллă.
- Ушкăн йĕркелес шухăш мĕнле суралнă? Нина: Шкул сакки "çуратнă" юрăçсем эпир. /Кулать. - Авт./ Чăнах-чăнах! Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕн шкулĕнче вĕренеттĕмĕр, Р.В.Беляева ертсе пыракан "Чăваш юрри" кружока çÿреттĕмĕр. Ун чухне ушкăн йĕркелес терĕмĕр те. Малтан-ласа шкулти, районти мероприятисенче юрлаттăмăр. "Юрату.гu" эстрада ушкăнĕ вара 2004 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче çуралнă тесе шутлатпăр. Çак кун районти культура çурчён сцени сине пысăк концер-тпа тухнăччĕ. Настя: "Юрату.ги" шăпинче Роза Владимировна Беляеевăн тÿпи пысăк. Вал -у шкăн амăшĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пирĕн репертуарти чылай юрă авторĕ те вăлах. - Эсир эстрада çулне шкул саккинчен, 9-10-мĕш классенчех, пуçланă. Учительсем юрăç пулма ĕмĕтленекен вĕренекенĕсене мĕнле йышăнатчĕç? Настя: Нимĕнле çăмăллăхсем те пул-ман пирĕн. Çирĕп ыйтатчĕç. Вĕренĕве те, чун киленĕвне те шайлаштарса пыма тăрăшнă. Нина: Концерт вăхăтĕнче сцена хыçĕ-нче кĕтес тупса сочинени çырни, сăвă вĕренни те пĕрре мар пулнă. Концертран çĕрле таврăнсан та тепĕр кунне ирех тăрса шкула утаттăмăр. - Ушкăн йышĕ улшăнни çинчен илтнĕччĕ... Нина: Çапла. Настьăпа иксĕмĕр пĕрремĕш кунранах пĕрле. Оксана вара пирĕн ушкăнра - çĕнĕ сын. Малтанхи ĕçтешĕмĕрпе уйрăлма тиврĕ. Настя: Пёр хушă сцена сине иккăнех тухрăмăр, унтан виççĕмĕш юрлакан кирли-не ăнланса тăван районăмăрта ятарлă кастинг йĕркелерĕмĕр. Пикесем йышлăн пухăнчĕç. Вёсене тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлартăмăр та Оксанăна суйласа илтĕмĕр. Оксана: Ушкăнра 2006 çултанпа юрла-тăп. Хĕрсемле пĕр чĕлхе тупма йывăрах пулмарĕ. Хама кунта ĕмĕр-ĕмĕр юрланăн туятăп. Хумханни пур, пытармастăп. - Çамрăк юрăçсене чăваш эстради мĕнле йышăнать? Яш "çăлтăрсем" пĕр-пĕринпе мĕнле хутшăнаççĕ? Кĕвĕçни, ăмсанни пур-и? Е пурте туслă, савăнăçпă, хавас? Настя: Сцена çинче тахçантанпах юр-гакансем çамрăксем сине тĕрлĕрен 1ăхаççĕ: пĕрисемшĕн, тĕлĕнмелле те, ача :ачĕ пек кăна эпир, теприсене вара тав ăвас килет: хавхалантарса, пулăшса 1ыраççĕ. Нина: Çамрăк юрăçсемле хутшăнма ылай çăмăлрах. Кĕвĕçнине, ура хунине еăрхаман. Нумайăшĕпе туслă эпир. Хăшĕ-ĕринпе кулленхи пурнăçра та тел пулат-ăр, сăмахран, ташă каçне çÿретпĕр. - Чăваш Атăл урлă каçнă чух виçĕ кунлăх çăкăр илме хушнă. Эстрада уçлăхне тухма хатёрленекенĕн вара, пирĕн шутăрпа, "кутамккине" чăн малтан мĕн чикмелле? Нина: Тура панă пултарулăх пулмаллах. Илемлĕ сăн-пит пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ĕçлес, çĕнтерес, малалла талпăнас кăмă-ла, çирĕп чун-чĕрене те манмалла мар. Эстрада хăйĕн саккунесемпе пурăнать. Тен, хăшне-пĕрне ырлаймăн та. Меммешкесене кунта пуçран шăлмаççă, çавăнпах çаврăнăçуллă пулмалла!. - Мĕн çинчен юрлатăр? Тата кам валли? Нина: Юрату ячĕпе çÿрекен ушкăн юрату çинчен юрламасан тĕлĕнтермĕш пулĕччĕ! Юррăмăрсенчен чылайăшне çак çутă, хĕвеллĕ, ачаш туйăма халаллатпăр та. Кам валли? Юрату çинчен ĕмĕтленекен, уншăн çунакан, ăна кĕтекен çамрăксем, уйрăмах каччăсем валли. - Çепĕç саслă пикесемпе паяллашас текен йĕкĕт те йышлă-тăр... Нина: Аçта ĕнтё вёсемсĕр? Пур, пур. Савнисем те çук мар. - Ахаль çынна эстрада юрăçин пурнăçĕ асамлă юмах пек туйăнать. Чăнах-и? Пĕр-пĕр интереслĕ пулăма аса илĕр-ха... Настя: Ой, çумăр айĕнче юрланине ĕмĕрне манассăм çук! Район уявне халал-ланă концерта хутшăннăччĕ. Шăп эпир сцена сине тухсан çумăр ÿккелеме ты-тăнчĕ. Унтан - витререн тăкнă пек! Куракансенчен хăшĕ аслăк айне пытанчĕ, хăшĕ сунчăк туртса кăларчĕ. Пур пĕр пирĕн çинчен куç илмеççĕ. Шеллесе алă сула-кансем те тупăнчĕç: çитĕ ĕнтĕ, çитĕ! Эпир вара ниме пăхмасăр юрласа пĕтертĕмĕр. Шалкăм çумăр айăнчи юррăмăра ентешĕ-мĕрсем паян кунччен асăнса пурăнаççĕ!.. - Сцена сине, халăх умне тухиччен мĕнле хатĕрленетĕр? Тен, кĕлĕ вулатăр, хăрах ура çинче сикетĕр, хул пуççиурлă суратăр? Нина: Пирĕн пĕр йăла пур: куракансен умне тухиччен пурте перле карталанса тăратпăр, пĕр-пĕрне ытамласа ăнăçу су-натпăр. Пулăшать пек! - Хĕрсем питĕ чăркăш теççĕ. Ушкăнра килĕштерсе пурăнма йывăр мар-и? Настя: Çу-ук! Туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшса пыма тăрăшатпăр. Нина: Эпир Настьăпа пĕр-пĕрне тахçа-нах пĕлетпĕр. Оксана пирĕншăн çĕнĕ сын пулин те çакна хдлĕ туймастпăр та ĕнтĕ. Уçă кăмăллă, ырă чунлă хĕр вал. Унпа хутшăнма питĕ çăмăл. Пытармастăп, ушкăнра хама çав тери канлĕ туятăп. Хĕрсем - манăн чи çывăх, чи шанчăклă туссем. - Пуша вăхăта пĕрлех ирттеретĕр-и? Нина: Пĕрле нихăçан та тунсăх мар пире. Тĕрлĕ çĕрте вĕреннĕрен юлташăмăрсем йышлă, вĕсемпе те уçăлса çÿрес килет. Хăш чухне пĕр-пĕринчен канни пăсмасть. - Урамра палласа илеççĕ-и? Настя: Пулкалать. Тÿррипе каласан, пире ку питех килĕшмест. Юрăç пике пек йышăнни, санран темĕнле тĕлĕнтермĕш кĕтни йăлăхтарать. Нина: Университетра вĕренме тытăнсан час-часах çурăм хыçĕнче пăшăлтатнине илтеттĕм: "Пăх, пăх, "Юрату.гu" иртсе кайрĕ!" Аванмарланаттăм... - Çывăх çыннăрсем, савнисем сирен ĕçе мĕнле хаклаççĕ? Настя: Хăнăхрĕç ĕнтĕ. Малтанласа эпир эстрадăна тухма пултарассине ĕненместчĕç - ĕнентертĕмĕр. Нина: Каччăсемпе йывăртарах. Çÿреме пуçличчен эпир сцена çинче юрлани килĕшет вĕсене, кайран вара кĕвĕçме пăхаççĕ. Ара, хĕрпе каччăлла çÿреме тытăнсан харпăрлăх туйăмĕ çивĕчленет пулас йĕкĕтсен: концерт вăхăтĕнче пире çĕр-çĕр куç сăнани килĕшмест, ют каччăсем тимлени тарăхтарать. - Сцена çинчи пикесем кулленхи пурнăçри "Нина-Настя-Оксанăран" уйрăлса тăраççĕ-и? Нина: Ытти чухне хама лăпкă тытма тăрăшатăп. Сцена çинче вара чунăма ирёке яратăп, унта пач урăхла эпĕ. Сцена çинчи Нина мана тем тесен те ытларах килĕшет. Оксанăпа Настя çинчен калас пулсан вĕсем кулленхи пурнăçра та, сцена çинче те пĕр пек - уçă чунлă, хаваслă. - Юрату çинчен юрлатпăр терĕр. Паян çак туйăм хакĕ чакнă пек туйăнать. Мĕнле шутлатăр, пурах-ши вал, юрату текен асамлăх? Настя: Паллах, пур! Тен, хальлĕхе чăнласах юратса курман эпĕ, сапах ĕне-нетĕп ăна. Оксана: Пур, тем тесен те пур. Юрату пуртан пурăнатпăр та, юрату хăвачĕпе сывлатпăр, çĕнĕ юрăсем хайлатпăр... Нина: Ман шутпа вара, юрату вал -сын ăсласа çитерейми асамлăх. Пĕр-пĕрне хисепленине те, хăнăхса çитнине те, килĕштернине те çак сăмахпа палăртатпăр эпир. Йăнăш ку! Юрату пур, анчах этем чĕри унăн черчен çепĕçлĕхне, тасалăхне йышăнса ăнланма яланах пултараймасть. - "Юрату.г" ĕмĕт-тĕллевне пĕлесчĕ... Нина: Пултарулăхăмăра аталантарсах пырасчĕ, çĕнĕ юрăсемпе куракансен умне тухасчĕ. Çамрăклăх ĕмĕтленме пултарни-пе телейлĕ. Тĕллевĕмĕрсене пурнăçа кĕртме хăват çитересчĕ... Ирина СТЕПАНОВА. (Çамрăксен хаçачĕ 2007.11.30)
Кĕскен Нина Сорокина - 18 çулта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн 2-мёш курс студентки. Настя Романова -17 çулта, Санкт-Петербургри инже-нерипе экономика университечĕн Шупашкарти уйрăмĕнче 1-мĕш курсра вĕренет, Оксана Николаева - 18 çулта, Шупашкарти 20-мĕш професси училищинче повар ăсталăхне алла илет. Чун киленĕвĕ - эстрада. Çавăн пекех уçăлса çÿреме, ташлама кăмăллаççĕ. Пылак пăршăн чунне пама хатĕр /каччăсене пĕлсе тăма: Нина - улма-çырлапа, Оксанăпа Настя шăккалатпа илемлетнине юратаççĕ!/.