ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔКĕçнерникун, 25.04.2024, 14:26

Салам Хăна | RSS
Тĕп | Борис Чиндыков: "Чăваш эстради: умтапхăр" | Регистраци | Кĕрĕм
Меню



YURATU.RU

alex-net

Мини-чат

Пирĕн ыйтăм
Хăш чăваш юрăçисем сире килĕшеççĕ
Пурĕ хурав: 1056

Статистика

Онлайнра пурĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0

Борис Чиндыков

ЧАВАШ ПОП-МУЗЫКИ: УМТАПХĂР

1

Наци культурин кивĕ çĕтĕк-çатăкĕпе нихçан кăсăкланман чăвашсем те сасартăках кашни хăй сине çаврăна-çаврăна пăха пуçларĕç: кам — уй вар-ринче шăлне шакка-шакка танккан выç кашкăрăн, кам — тăван ĕшнене те ирĕккĕн тухма хăраса чĕт-ресе ларан куянăн. Мĕн-ха вал, мĕнле япала, мĕскер-ле пулам, çав тери хăватлăскер, астара-астара аса-илу тĕнчине, тымарсемлĕ ачалăха тавăраканскер? Мĕнле наци монстре? Çапла, çапла, çитмĕл çичĕ мăйракаллă, çитмĕл çичĕ хăлхаллă, çитмĕл çичĕ куçлă, çитмĕл çичĕ карланкăллă наци эстради. Ан-чах ниушлĕ чанахах та çитмĕл çичĕ мăйракаллă, хăлхаллă, куçлă, карланкăллă? Çук, паллах, çук. Халлĕхе ку ĕмĕтленÿ кăна-ха. Шел пулин те, хал-лĕхе пĕр-икĕ сасăран ытла мар. Пĕр-икĕ - хăлтăр-халтăр, пĕр-икĕ пăнтăр-пантăр, пĕр-икĕ тÿттÿрÿт тата пĕртен-пĕр Казаков.

Пĕтĕмĕшле илсен, чăваш эстради калчалана пуç-лани вунпилĕк çула яхăн. 70-мĕш çулсен варри-нелле шурă Шупашкарăн хура завочĕсенче çумăр хыççăнхи кăмпа пек йышлă шăтса тухнă ВИА-сенче йăл илме тытăннăскер, паян тин пăртак чăнласа калаçмалăх шая çĕклене пуçларĕ вал. Тÿрех çакна каласа хăварар: ниепле те çуралма пултарайман вал вăхăтр.и Шупашкар ансамблĕсенче чăн наци эстради: сăлтавĕсем — тĕрлĕрен: чăваш халăхĕн тĕпхулинчи пĕтĕмĕшле атмосферăран пуçласа наци эстрадине «тума» пикеннĕ уйрăм музыкантсен харпăр пахалăхĕсем таранах. Анчах çав çулсенче Шупашкарти тăвăр тăкăрлăксенче наци эстради кирлĕ текен идея çурални хăех калама çук паха та пĕлтерĕшлĕ. Асилер-ха: шăпах çав вăхăталла. Раççей çĕрне вырăс чĕлхиллĕ вырăс роке киле пуçлать, вал хăй теллĕн, телевиденипе радиосăрах сарăлать çĕршыв тарах; сенкер экрансемпе радио-хумсем вара çамрăксене урăхрах ятсемпе ушкăн-сене сĕнеççĕ — Артем Троицкий сăмахĕсемпе кала-сан, «рок суррогачĕсене» («Земляне», «Группа Стаса Намина», «Сябры» т. ыт. те). Хĕвеланăçа çывăх совет поп-музыки вăй илме тытăнать. Шупашкарти вокалпа инструментсен ансамблĕсем, паллах, ни-хăçан та провинци шайĕнчен тухса курман, çавăнпа та вĕсем тума хăтланнă чăваш чĕлхиллĕ наци эстради чылай чухнех çуралассах провинцири ВИА-сен чи аялти шайĕнче çуралнă.

Наци эстради идейин чи пирвайхи пионере, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи вата та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуç-сене йĕркелес ăсталăхĕпе стаже калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем цирки сăмах тапратсан, эпир тÿрех К. В. Иванов ячĕпе хисепле-некен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр. 70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режис¬сере Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш куль¬турин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пар-хатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăн-нă. Çав вăхăталла чăваш сцени сине джине тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем ян-рама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музы-кине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторе, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вал Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжи¬ровки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине ура-лантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕм-сĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине?

Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç— наци культурин феномене пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторе — Улья¬новск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вал вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аран¬жировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав.

Çак икĕ ĕç ăнăçсăрлăхĕн тĕп сăлтавĕ, ахăртнех, çакă-тăр: эстрада вал эстрада пулмалла; халăх юррисене е хуткупăспа калама çырнă произведени-сене паянхилле янраттарни вара чылай чухне поп-музыка яхăнне те пымасть. Поп-музыкăна йăл-тах хăйĕн, попсăн кирлĕ: музыки те, сăвви-тексчĕ те, сасси те. Шел пулин те, паянхи кун та хăшпĕр юрăçсем, халăх хушшинче тивĕçлипех ырă ята тивĕçнĕскерсем, чылай юррисенче (эстрада сĕмĕпе юрлама тăрăшеа) пароди евĕрлĕрех курăнаççĕ. Пĕ-тĕмлетсе каласан, 80-мĕш çулсен варричченхи чăваш эстради совет эстрадин 60-мĕш çулсенчи калăпĕнчен тухаймарĕ, ытти юхамсенче çуралнă юрăсене аранжировкăланипе аталанса пычё. Пал¬лах, «пĕрремĕшле» эстрада тума хăтланнă утăмсем те пулкаланă, анчах вĕсем те ăнăçсăрлăха ярса пуснă утăмсем çех пулчĕç. Акă мĕншĕн, 99% тарак-чченех Шупашкарти эстрада тĕнчи чăвашла пĕ~-менсенчен тăрать. Е, кăштах чухлакаласан та, ялта çуралса ÿснĕ чăваш çамрăкĕсен чун-чĕре ыйтăвĕ-сене хула эстрадникĕсем ним чухлĕ те туйма пул-тараймаççĕ. Мажуковăн ăнăçсăрлăхĕ те, тĕпрен ил¬сен, çакăнтан килнĕ пуль. (Çав вăхăтрах унăн хăшпĕр вырăсла юррисем, сăмахран, «Наташа». Чăвашра та самай анлă сарăлнăччĕ.)

Ун-кун чăваш юррисене, халăх сăмахлăхĕнчен пуçласа Филипп  Лукин мэтр таранах,  синтезатор:емпе паянхилетсе тунă ĕçре хăйнеевĕр классикă-гла ăнăçусем те çук мар: Валерий Яковлев юрлакан <Ăçта каян, чĕкеç» халăх юрри (В. Игнатьев, Н. Боль-паков аранжировки); Ф. Лукинăн Юрий Сементер :ăввипе çырнă «Уçланкăри палан»— виçĕçуллăх плягерĕ (аранжировки — В. Михайловăн). Халăх оррисене, Лукина аранжировкăлани, паллах, аван шала, аталанăвăн малтанхи тапхăрĕнче кирлех-гёр, анчах халăх юрри вал — халăх юрриех, вал ^ăй тасалăхĕпех аван. Унпа кăна çырлахса ларсан, ;амрăксен çĕнĕ шухăшлавне палăртакан çĕнĕлле ухузыкине аталантараймăн. Çамрăксене хăйсен çультури, хăйсен музыки кирлĕ, çав музыка наци юп- тата рок-музыки пулмалла. Çав музыкăна гăвакансем çамрăксен хăйсен хушшинчен тухмал-та; чăваш тĕнчинче çуралса ÿснĕ чăваш çамрăкĕ-зем килмесен, чăваш наци эстради нихăçан та вăй ялеймĕ, филармонии юратнă сăпка ачийĕ «Сеспель» [«Çеçпĕл» мар!) пек çеç тапкалашайĕ. Халĕ те куç умĕнчех-ха: 79-мĕш çулхи кĕркунне, чăваш куль-гурин Мускаври кунĕсем, ЦДРИ (Искусство ĕçченĕ-еен тĕп керменĕ). «Сеспель» концерт парать. Мус-кавра пурăнакан чăвашсем, тĕпрен илсен, студент-сем, çамрăксем, самай хавхаланса пуçтарăннăччĕ унта. Анчах концерт пуçланчĕ кăна, залра шăхă-рашу, тăпăртату тапранса кайрĕ. Çук-çук, чăваш фанĕсем асса кайни мар ку, ансамбле çаплалла хаклани. Наци эстрадин республика укçи-тенкипе тытăнса таракан профессионаллă пĕртен-пĕр ушкăнĕ, шел пулин те, итлекенсене мĕн чухлĕ те пулин тивĕçтерме çеç мар, пăртак çех килĕшмешкĕн те пултараймарĕ, мĕншĕн тесессĕн ун сăн-сăпатĕнче, программинче нации çĕнĕ сĕмне палăртакан пĕр паллă та курăнмарĕ. Чăн та, вунă ытла юрăран Юхма сăввипе çырнă пĕр-икĕ чăвашла баллада пурччĕ, анчах вĕсене юрланă чухне ансамбль со¬листки хăй чăвашла пĕлменнине пытармашкăн та тăрăшмарĕ.

Наци эстрадин çакнашкал пушăлла кÿлнĕ ура-пине тапратса ярасси ытла пит йывăрах пулман-тăр, анчах ун йышши урапа чăваш çамрăкĕсен йышне ытла пит кирлех пулманни те каламасăрах паллă ĕнтĕ.

2

Çав вăхăталла Шупашкара ялĕ-ялĕпе куçса ки-лекен чăваш яш-кĕрĕмĕн аллине магнитофон тав-рашĕ йышлă çакланма тытăнать, уйрăмах «кас-сетниксем», вĕсене пур çĕрте те тупса илме пулатчĕ, хакĕ те йÿнеçÿллĕччĕ, кассеттисене те кашни кĕтес-рех сутатчĕç. Кăмăла каякан пĕр-пĕр юрра çыртарса илесси вара ансатран та ансатчĕ: укçасăр-мĕнсĕр, пĕр-пĕринчен, юлташла. Чăваш ачи-пăчи кĕптĕр-тетсе пурăнакан вуншар общежити чикĕ леш енчен тата Раççейĕн тĕпхулисенчен вĕçсе çитнĕ пылак та илĕртÿллĕ юрă-кĕвĕпеле тулнăччĕ, анч^х ку, тем тери кăмăла кайсан та, пĕрех çырлахтарма пул-тараймастчĕ: чун, çĕкленсе кайсан е тунсăхпа тулсан, чăваш юрринех ыйтатчĕ. Мĕнле те пулин (лайăхскер-и, начарскер-и — ку иккĕмешле ыйту) наци поп-музыки вирхĕнсе килесси общежити кори-дорĕсен пĕр вăхăтрах ирĕклĕ те пăнтăх сывлăшĕн кашни лаптăкĕнчех сисĕнсе тăратчĕ.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, хула асфальчĕ айĕн-чен тапса тухайман наци поп-музыкин аякри горизонтĕнче тăруках куçа тăрăнакан йăлтăркка шевле выля пуçларĕ: вырăслана пуçланă райцентр-та Краеноармейскинче чăвашсен пĕрремĕш поп-ушкăнĕ çуралать — хăй тĕллĕн вĕренне Илья Сте¬панов композитор бригади. Ним иккĕленмесĕрех калама пулать-тĕр, пĕтĕм чăваш çамрăклăхне ярса илме пултарнă пĕрремĕш группа пулчĕ ку. Хăйне¬евĕр точка отсчета. Кам чĕрине кăна тыткăнламан пуль шкул ансамблĕнчи çамрăк чăваш хĕрĕн хĕр-арăмăнни пек кăкăртан тухакан туйăмлă, çав вă¬хăтрах пĕчĕкçĕ хĕрачанни пек таса сасси? Иăнăш-мастăп пулсан, çав хĕрачана, чăвашсен пĕрремĕш поп-çăлтăрне, Валя Матвеева тесе чĕнетчĕç пулас. Мĕн тури аслă антăху хуçаланнă иккен чăваш çам¬рăкĕсен чунĕ-чĕринче тăван чĕлхеллĕ поп-музыкă-шăн: Степанов юррисем самантрах Чăваш Çĕрĕн пĕтĕм анлăшĕпе сарăлаççĕ. Шупашкар завочĕсенчи ансамбльсем хăйсен вал вăхăтри чи çĕнĕ те хăватлă аппаратурипе тума пултарайман шляçерсене ялти шкул ачисем уроксем хыççăн пуша класра çыр-тараççĕ. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕне кура тÿрех, пĕр шутласа тăмасăрах йышăнчĕ вĕсене чăваш çам-рăклăхĕ? Кам астумасть пуле Валя Матвеевăн вилĕмсĕр сассине:

Сарă хĕр çÿрет

Кул хĕрне,

Каçсерен кĕтет

Савнине...

Е тата:

Эс йĕретĕн-и,

Эс чĕтретĕн-и,

Ма салхуллă сан

Иăл   куллу?   (Вениамин   Пехил  сăвви.)

Çамрăк ăрăвăн хăнеевĕр чун йăпанăвĕ, кăмăл уççи пулса тăчĕç çак юрăсем. Чăвашрадио 1969 султан пуçласа ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх юрăсем» конкурсăн 1979-мĕш çулхи çĕнтерÿçисем пулмалли-скерсем, Илья Степановăн çак икĕ юрри —«Сарă хĕр юрри» тата «Шăнкăрав курăкĕ»—пĕрремĕш вырăн йышăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн хаяр реплики хыççăн конкурса ирттерекенсем ăна чарса лартаççĕ; çапла вара Чăвашрадио 79-мĕш çулхи чи лайăх юрăсене па-лăртмасăрах хăварать (çакăнпа пĕрлех конкурсе хăй те вунă çуллăха хупăнать).

Сапах та, мĕнре-ха Степанов бригадин ăнăçăвĕн сăлтавĕ? Ахăртнех, кĕвĕ ансатлăхĕ те, вал вăхăтра анлă сарăлнă вырăс юррисене çывăх пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ-тĕр. Унсăр пуçне тата, паллах, Валя Матвееван чăн-чăвашла интонациллĕ вĕри тунсăх сасси те. Çавăн пекех юрăсен сăмаххисем чăвашла, ахаль çех чăвашла мар, çамрăкла-чăваш-ла пулнипе те, вĕсем çамрăксен чун капламĕсене çамрăксен чĕлхипе, тÿррĕн палăртнипе те çыхăннă çак ăнăçу.

(Тавлашса тăмăпăр, пĕрремĕш поп-ушкăн, пĕрре-мĕш альбом, наци шлягере тенисем çак етатьяр= питех те условнăй пĕлтерĕшпе. Тÿррипе каласа:-:. чăн-чăваш поп-ушкăнĕ, чăн-чăвашла альбом пирĕн паянхи кунчченех çук.

Пĕтĕмешле   хакласан,   Илья   Степанов   юррисе:-: вал  вăхăталла   халăхăн  тĕрлĕ   сийĕсенче   анлă рăлнă ытти пылак юрăсенчен (сăмахран,  «Мĕнш4-ши   эп   сана   пит   юратрăм»,    «Вăрмана   кĕнĕ шăхăрса     кĕр»,     Иван     Христофоров     реперту^;^ Александр Сергеев çырнă «Аннене», «Лар, юнашар», Юрий Кудаков çырнă «Кăвак чечекоэ «Сир, анне, чÿрече каррине», «Савниçĕм, сан пĕ.т-: нимпех те уйрăлса тăмаççĕ, вĕсем — пĕр ретр— Икĕ самант çех — а) Çамрăксен кăмăл-туйă:: г чен çамрăк хĕр çамрăкла шухăшласа юрлак;-: ă) çак сăлтава пула çав юрăсене çамрăксем з кайса хапăлласа йышăнни, магнитофон эпидеа вĕсене хамăрăн çĕршывăмăр тарах çĕклесе какнз Красноармейски ансамбле пирки чăваш çамрăз ку чухнехи музыкин пуçламăшĕ теме май пар: (Вырăс чĕлхиллĕ вырăс рокĕ те вырăс-совет çакмрăкĕсем   патне пĕр-икĕ   çул   маларах   çех   çул шыра пуçлать пуçлать.

                                                                         3

79-мĕш çулхи кĕркунне ялти пысăк культурăллă учитель-мусăкçă çемйинче çуралса ÿснĕ пĕр çамрăк педагогика институтĕнчи музыка факультетĕнче вĕ-ренме пуçлать. Факультет наци музыки пирки пĕр шухăш та вăратма пултараймаеть унра, мĕншĕн тесессĕн çак институт, И. Я. Яковлевăн сăваплă ячĕпе хисепленсе тăраканскер, 70-мĕш çулсенчен гытăнса, институт проректорне, тăван халăх ăс-хакăлне аталантарассишĕн ырми-канми вăй хунă Геннадий Волков профессор-этнопедагога, респуб-ликăн ун чухнехи идеологе И. П. Прокопьев тăрăш-са ертсе пынипеле национализмра айăпласа хыç-çăнах Шупашкартан хăваласа кăларса янăранпа, паян кунчченех хăйĕн наци нигилизмĕпе тата кон-зервативлăхĕпе палăрса тăрать. Анчах икĕ тĕлпулу ларнелет Николай Казакова Шупашкар, çав т.ĕл-[гулусем унăн пултарулăхлă ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк зырăн йышăнма тытăнаççĕ: 1) хăйсен ентешĕ, Гăрмăш çынни, Чăвашри ку чухнехи чи пултарул-яă, таран шухăшлă Александр Васильев композитор патенче килĕнче вĕренме тытăнать вал; тата 2) ин-ггитутри пĕр кăмăллă вĕрентекен ăна хăйĕн мăшă-эĕпе Владимир Михайлов аранжировщикпа пал-паштарать. Ваеильевран^ Казаков чăваш чунен сĕввине тĕнче шайĕнче, тĕнче ăнланмалла туйса талăртма вĕренет — ку, ахăртнех, ытларах симфо-зилле музыкăпа çыхăннă-тăр, анчах поп-музыкăна ;ĕм кÿмесĕр те пултараймаеть. Михайловпа иккĕшĕ вара пуçласа чăваш эстрадине профессилле шая ?ĕклемешкĕн пуçăнаççĕ.

Михайлов та, Игнатьев пекех, Шупашкарта дĕнле ансамбль пулнă, пуринче те тенĕ пекех ĕçлесе пăхнăскер, вал вăхăтрах ĕнтĕ хулипех чи ăста аранжировщиксенчен пĕри шутланать, маш-{аводри «Атăл» ушкана ертсе пырать, пуша вăхăт->а халăх тымарёсемлĕ, джаз сĕмлĕ кăткăс струк-сурăллă музыка вылякан Америка ушкăнĕсемпе шкашать. Поп-музыкăра аранжировка — тĕп ты-'ăмран, тĕп пайран пĕри, аранжировщик тёллевĕ —« сĕвве паянхилле янраттарасси. Кăштахран Михай-юв агрегат заводĕнчи легендарлă «Илеме» кусать тĕрĕсрех, таврăнать, м. т. унта вал пуçласа 73-мĕш :ултах выля пуçланă). Казаков ку вăхăталла, пед-шетитут пăрахса, Хусанти консерваторире компо-!ици вĕренме тытăнать.

Весен пĕрлехи пултарăвĕн ăнăçу саманчĕ 84-мĕш :улхине килет. «Илем» студийĕнче ансамбльти гултаруллăрах темиçе музыкантпа перле Владимир Михайлов Казаковăн «Каçарсам» (Туркай Валери :ăвви) тата «Кирек кам пулсассăн та эс халĕ» Петĕр Хусанкай) юррисене çыртарать. Çулталăк .гтла çак икĕ юрă радиона та, телевидение те çул гçаймаççĕ, анчах кайран вара уçнă-уçманах, кĕске |ăхăт хушшинчех анлă сарăлаççĕ. «Каçарсам» «Клуб [ художественная самодеятельность» журналта [ластинка халлĕн те тухать. Çав вăхăталлах Ми-:айлов хăйĕн паллă рок-н-роллне çырать. «Чĕн нчах! Чĕн анчах!» сăмахсенчен тăраканскерсене Р. Сарпи сăвви), ăна паян кун та академи драма еатрĕн «Пушар лаши» спектаклĕнче итлеме пу-[ать. Çав çулхинех Валя Салихова композитор 'амрăксен театрĕнче И. Дмитриев режиссер Тур-;айăн «Телейпе юнашар» пьеси тарах лартакан пектакль валли темиçе юрă çырать, вĕсене Ми-;айловах аранжировкăлать, анчах ĕçĕ ку ăнăçуллах :улса тухаймасть.

86-мĕш çулхи кĕркунне Казаковпа Михайловăн епĕр ёçĕ —«Пĕчĕк тăлăх хĕрачам»— тухать. Эпĕ е çак юра авторĕсенчен пĕри пулнă ^ май (текст), н   çинче   нумай   чарăнса   тăмасăр,  çапах   та   суя сăпайлăх тыткăнĕнчен хăталса, çакна палăртса хăварасшăн. Чăвашра хит-парадсем ирттернĕ пул-сан, ахăртнех, вал вăхăтри мĕнпур парадсен хичĕ пулнă пулĕччĕ çак юрă. Пĕр-пĕр фирма ăна çийĕн-чех сингл туса кăларнă пулсан, тираже халиччен çĕр пине те çитнĕ пулĕччĕ-тĕр. Мĕнре-ши çак юррăн феномене? Пире, унăн авторĕсене, паян кунчченех канăçсăрлантарать çак ыйту. Казаков калашле, тепĕр «Пĕчĕк тăлăх хĕрачам» çырас тесен, темле тĕлĕнтермĕш пулса иртмелле. Çак юрра «Илем» вокалисчĕ Саша Сафронов юрлать, анчах итлекен-сем пурте тенĕ пекех Казаков хăй тесе шутлаçç.ĕ. Çапла шутлани ирĕксĕрех çакнашкал ыйту кăларса тăратрĕ ун умне: чăнах та, хăйĕн юрламалла мар-ши? Казаковăн сасси вокалистсенни чухлĕ усах мар текенсене вара çакна калас килет: антив, усах ан пултăр вал, анчах чун-чĕререн тухтăр, тата, çитменнине, чăвашла йăнă-шеемсĕр илтĕнтĕр. Çа-вăнтанпа, чăн та, хăйĕн чылай юррисене Казаков хăй юрла пуçларĕ, çавăнпа та паянхи кун ăна ытларах юрăçă пек пĕлеççĕ.

Казаковăн петĕм юррине тенĕ пекех халиччен Михайлов аранжировкăланă, халĕ вара вĕсем ик¬кĕшĕ РНМЦ çумĕнчи наци эстрадин студине ертсе пыраççĕ, çав студирех «Сансăр» ушкăн йĕркеленĕ. Наци эстрадин студине йĕркелесе яма пултарни вёсен пултарулăхлă пĕрлĕхе чăваш çамрăкĕсене чылай юрă-кĕвĕпеле савăнтарасса шанма май парать.

4

Казаков тесен, куç умне тÿрех тепĕр чăваш поп-çăлтăрĕ, нумай чăваш каччин ĕмĕтленÿпеле аташу сăнарĕ Люда Семенова тухса тăрать. Чăваш хĕр-арăмĕн ĕмĕрхи тĕмсĕлĕвĕ, кăмăлĕ, ăшши, хавасĕпе хавалĕ, тунсăхĕ, хуйхи, юратавĕ — акă Люда Семе-нован чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕринчи имидже. Хулара çуралса ÿснĕ, анчах чăваш. Чăвашла таса юрлать. Хăйне тыткалани — ирĕклĕ, анчах чăваш чунĕ йышăнакан виçерен тухмасăр. Людăн çак сăнарĕ, тĕпрен ил сен, Казаков Хусанкайăн «Савни» ярăмĕнчи сăввисемпе çырнă юрăсемпе çыхăннă. Акă мĕнлерех хаклать ăна Татьяна Алексеева, ахăртнех, Людăна хăйне çывăх пĕлекенскер-тĕр, «Молодой коммунист» хаçатра пичетленнĕ «Сан çепĕç сассу» статйинче: «Хăй çулĕнчен çамрăкрах курăнать. Вулама юратать. Апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. Пĕлсе, хитре тумланать. Музыкăсăр тата юрламасăр пурăнма та пултараймасть. Хăй пирки тивĕçлипех Марина Цветаева сăмахĕсемпе калама пултарнă пулĕччĕ: «Эп пурнăçа мар, музыкăна çуралнă.» Юратнă юраçсем: Алла Пугачева, Марина Капуро, Лариса Долина, Клифф Ричард, Фредди Меркьюри («<3иееп»), Стиви Уандер... Сайра йышши сасă — тасаран та таса сопрано, илĕртÿллĕ кăмăллă тембр. (Астăвасса, паллă специалистсем ун уникаллăхне палăртнăччĕ.) Чăн та, мĕнпур совет эстрадинче те илемлĕ сасăсем питех те сахал... Людмила миçе юрă юрланине халĕ шутласа кă-ларма та çук пуле. Ф. Лукинăн «Уçланкăри паланё» вара — ун репертуарĕн чăн мерченĕ. Итлекенсем, ятне пĕлмесĕр, ун пирки çатшарах калаççĕ: «Мăн тери аван юрлать агрегат завочĕн хĕрĕ «Уçланкăри палан» юрра — тĕлĕнсе каймалла!» Енчен те юрă унăн пулсан,— вал лирикăлла юрăсем патне тур-тăнать — ним иккĕленмесĕрех ăнăçу килессе калама пулать... Модăра яланах чун пулĕ-тĕр, çутă, тÿрĕ, туйамлă чун, тата — сасă, çепĕç сасă, шăпчăк сасси» (1990, 8 №, февраль 22-мĕшĕ).

Вунă çул хушши ĕнтĕ Люда "Илемре» юрлать. унта   вал   1980-мёшĕнчех,   музыка   учнлищин дентки чухнех пынă. Чăваш эстрадны аталанăвĕ вара, тĕпрен ил сен, ялан тенĕ пекех «Илемре» пулса пынă. Ансамбль ячĕ халăхра анлă сарăлнă. Унсăр пуçне вал — чылай конкурссен çĕнтерÿçи, Чăваш комсомолĕн премийĕн лауреачĕ. Анчах кунта çакăнпа пĕрлех çакна та палăртса хăвармалла: шел пулин те, «Илем» ячĕ-шывĕ дитех те хирĕçÿллĕ. Ун йышĕ тăтăшах улшăнса тăрать, ертсе пыраканĕсем те час-часах улшăнаççĕ, çакăнпа перле, паллах,— ансамбль интересĕсемпе шыравĕсем те. Чăн та, «Илемĕн» чи пысăк ăнăçăвĕпе телейĕ — Валерий Игнатьев ушкана ертсе пынă чухне унта Люда Семеновăна чĕнсе илни. Люда пулман пулсассăн, «Илем» пулмастчĕ тесен те йăнăш мар-тăр. «Илем» хăть те хăçан та капашсăр пысăк ушкăн пулнă, ĕçсĕр аптранă музыкантсем унта яланах туллиех çапкаланса çÿренĕ. Аçта, хăçан тата мĕн вылясси вĕсемшĕн пĕрех, ĕçĕ çеç сахалтарах пултар. Вёсем пирки чăваш эстрадине чунтан парăннă тени кере-тĕнех суйни пулĕччĕ. Кулăшларах самантсем те пулман мар «Илем» историйĕнче: студире чăваш юррисене пĕччен-иккĕн çыртараççе, телевидение ÿкерĕнме вара вунпиллĕкĕн кĕпĕртетсе каяççĕ. Казаков юррисемпе ĕçленĕ тапхăра илес пулсассăн,

Владимир Михайловпа Люда Семеновасăр (тата, тен, Саша Сафроновсăр) пуçне, урăх никамах та кирлĕ пулман-тăр вĕсем. Çав сăлтава пулах ансамбле ертсе пыракан Михайловпа ытти музыкантсем хушшинче тавлашусем тапранаççĕ, чылайăшĕ ушкăнран туха-туха каять, юлашкинчен Михайлов хăй те лару-тăру ĕçлемелле марлах начарланса çитнине туйса илет те приборсем тăвакан завода, чăваш эстрадипе пĕр пĕрчĕ те çыхăнман «Джаз-форума» гитарист пулса куçать.

Паянхи «Илеме» Модест Фандеев ертсе пырать. Ансамбль Казаков юррисенчен ятарлă программа хатĕрлерĕ, ăна чăваш эстрада юррин I фестива-лĕнче кăтартрĕ, каярахпа Чăваш телевиденийĕ çав программăна «Илем» ансамбль юрлать» ятпа темиçе хутчен те экрансем сине кăларчĕ. Программа «Каç-кÿлĕм ыраш хушшипе», «Эп уйсенче вĕрентĕм пурăнма», «Сана мар», «Асилетĕп çуллахине» тата ытти юрăсенчен тăрать.

«Ăраскал» радиопрограмма редакторе Юрий Никифоров урамра илнĕ темиçе экспресс-интервью çакна кăтартса паче: паянхи çамрăксем «Илемсĕр» пуçне урăх нимле ушкана та пĕлмеççĕ («Ăраскал», 1989-мĕш çулхи декабрей 13- тата 27-мĕшĕнче эфира тухнă). Паллах, çамрăксем «Илем» ушкана чăнласа мар, миф евĕрлерех пĕлеççĕ. Анчах пур-и-ха паян чăвашла юрлакан ытти ушкăнсем?

5

Халăхра пăртак ят илнисенчен Вăрмарти «Салампа» Сĕнтĕрвăрринчи «Шуçама» асилме пулать-тĕр чăн малтанах. «Салам» юррисем (авторе — Николай Иванов) республикăра самай анлă сарăлма пултарчĕç, çакăнта, ахăртнех, вĕсене кăштах Инди фильмĕсенчи юрăсем евĕр стилизацилени те пулăшрĕ пулас. «Молодой коммуниста» Вăрмартан Лариса янă çыруран: «Николай Прокопьевич Иванов çин-чен çырса пĕлтересшĕн. Вал — Вăрмарти музыка шкулĕн директоре, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Кĕвĕ те, сăвă та çырать. Мĕне тăраççĕ унăн «Аса-илу», «Мĕншĕн-ши», «Шупашкар», «Карта ланнă уйăх» тата ытти чылай юррисем! Николай Про¬копьевич поселокра «Салам» ВИА йĕркелесе ячĕ, унта Таня Васильева вокалисткăччĕ. Виçĕмçул вĕ¬сене Чăваш телевиденийĕпе кăтартнăччĕ, анчах çав передача  мĕнпурĕ  те  30  минута   çех  пычĕ.   Виçĕмçулах вал мана унăн юррисене часах пичетлесе кăларасси пирки шантарса каларĕ, анчах ăçта вĕсем? Халĕ те кĕтетĕп. Кÿренмелле. Хамшăн мар, эпĕ вĕсене хăть те хăçан та çырса илме пултаратăп, ыттисемшĕн кÿренмелле, тен, нихăçан та илтмен вĕсем унăн юррисене... Иĕпреçре, ун юррисене илт-сен, пурте тĕлĕнсе хавхаланса кайнăччĕ. Астăватăп, март уйăхĕнче отчет евĕр концерт пулнăччĕ, ун пеккисем çулленех иртеççĕ районсенче, эпĕ унта «Ăсату саманчĕ» юрра юрланăччĕ те, жюри, йĕр сын таранччен, 10 балла система тарах мана 10 балл лартса панăччĕ... Епле аван пулнă пулĕччĕ Николай Прокопьевич юррисене пичетлесе кăларсан. Эпир кĕтетпĕр, пурте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Килсе курăр пирĕн пата Вăрмара, вĕсем сире кон¬церт кăтартĕç. Килĕр. Николай Казаков та килтĕр, май пулсан, куртăр, илттĕр (тен, илтнĕ те-и?) Николай Прокопьевич юррисене» (1990, 2 №, январь 11-мĕшĕ).

Тĕрлĕ вăхăтра чăмăртана-чăмăртана арканнă «Атăл», «Телей» тата ытти тахçанта пĕрре чăвашла юрлакаланă ушкăнсем çинчен ытлашши сăмах вакласа каймасăр, кĕскен çакна каласа хăварар: чăваш эстрадинче мĕн чухлĕ те пулин таран йĕр хăварма пултараймарĕç вĕсем.

Вячеслав Петров хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор ушкăнĕ, Шупашкарти тахăш заводра шут-ланса тăраканскер, хушăран чăваш юррисемпе аппаланкалать, районсене тухкаласа çÿрет. Валерий Игнатьев хальхи вăхăтра, Çамрăксен Керменĕнчен тухса кайнă хыççăн, Шалти ĕçсен министер-ствин Культура керменĕ çумĕнчи студие ертсе пырать. Петя Романов, юлашки çул хушшинче чăваш çамрăкĕсем хушшинче анлă чап илнĕскер, «Салют» Культура керменĕнче «Шупашкар» ушкăн йĕркелерĕ, халлĕхе весен перле çыртарнă пĕр юрă та, пĕр концерт та çук-ха, çавăнпа та татăклăн мĕн те пулин калама иртерех. Районсенче те тĕрлĕрен ушкăнсем чылай, теççĕ, малтанласа шак вырăсла юрланăскерсем, халĕ чылайăшĕ хăйсен программине чăваш эстрадинчи паллă юрăсене те кĕртеççĕ. Хăшĕсем хăйсене валли хăйсемех çыраç-çĕ те (сăмахран, Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрвашри «Енĕш»).

Поп-музыка — искусствăн коммерципе çыхăннă тĕсĕ, пурнăçа юмахлатса кăтартакан киленÿпе йăпанăç индустрийĕ. Тÿрĕ кăмăллă суту-илÿ меха-низмне йĕркелесе ямасăр, пирĕн чăн-чăн наци эст-ради пулаймĕ. Эстрада сахал укçапа пулакан япала мар, анчах кайран тупăшне те пĕчĕкех мар кÿрет вал. Пирĕн халлĕхе чăваш эстрадин çăкăрĕпе кăна пурăнакан пĕр композитор та, пĕр юрăç та, пĕр мусăкçă та çук.

Эстрадăра чи тупăшлă япала вал, паллах,— концерт. Юлашки темиçе çул хушшинче хăшпер ушкăнсем сине тăрсах районсем тарах çÿреççĕ. Çапла, çăмăл мар наци эстрадипеле пурăнмалăх укçа тăвасси — çĕршер пинлĕ стадионсем çук пирĕн, пулнă пулсан та, вĕсем валли кураканĕ çитеймен пулĕччĕ. Чи нумаййи те — райцентрти 300—400 вырăнлă Культура çурчесем. Анчах та акă мен пăшăрхантарать: чылайăшĕ сын юррине хапăл-ласах юрлаççĕ те, тÿлесси пирки темшĕн манаççĕ. Пĕр тĕслĕх çеç. «Илем» юлашки çулсенче Шупашкар çывăхĕнчи районсенче тăтăшах çÿре пуçларĕ, анчах юрăсен авторе Николай Казаков вĕсем пуç-таракан укçа-тенкĕрен пĕр пус та илмест. Мана, çав юрăсен сăмаххисен авторне, ку пĕрех мар, хам ĕçĕме тÿлевсĕр пама эпĕ коммунизма çитмен-ха.

Тупăш кÿрекен иккĕмĕш япала — юрăсене пленка сине çыртарса  сутни.  Анчах  çав  тупăш  10С пех çыртарса  сутаканнин  кăсйине  лекет.  композиреспубликăри эстрада юррин I фестивалĕнче (1989, февраль) 1-мĕш лауреат ятне çĕнсе илчĕ. Тĕрлĕ çитменлĕхсене пăхмасăрах, татсах калама пулать-тĕр: фестивальте Казаков пур-çук конкуренцирен чылай çÿллĕрех пулчĕ. Фестивальте вал пуçласа анлă публика сине тухрĕ. Публика аван, кăшкă-рашса-шăхăрашса йышăнчĕ ăна. (Публика пачах та расна Светлана Асамата та çавнашкалах йышăнчĕ.) Вал вăхăтра наци эстрадин студине йĕркелемен-ччĕ-ха, виçĕ юррине те «Телей» студийĕнче çыртарнăччĕ, аранжировкисем, паллах,— Владимир Михайловăн.

Фестиваль (ăна, тĕпрен илсен, РНМЦ аслă методисчĕ Тамара Маркелова хатĕрлесе ирттерчĕ, чыс та мухтав ăна!) паянхи чăваш эстрадинчи лару-тăрăва уçса пама пултарчĕ тесе шутлатăп эпĕ. Паллах, ĕç-пуçа пуртан та ытларах лайăхлатса, хитрелетсе кăтартрĕ вал. Анчах пĕрех, тĕпрен илсен, пĕтĕмĕшле ситуацие, ятсене, характерлăрах паллăсене уçса пама пултарчĕ. Шел, тивĕçлĕ резо¬нанс илеймерĕ. Фестивале ирттерес тесе чăннипех те нумай вăй хунă Валерий Игнатьев та хăйĕн йышлă интервью таврашĕнче ытларах чап утиялне хăй çинелле туртас енне сулăнчĕ. Фестиваль пирки çырнă журналистсем те фестиваль призми витĕр наци эстрадин пĕтĕмĕшле сĕмне асăрхаймарĕç пу-лас. Ытларах хавхаланса савăнса иртрĕ калаçу. Кăна, паллах, ăнланма пулать (1-мĕш-çке-ха!), анчах савăннипе пĕрлех ларса пуç ватмалли те сахал мар пулчĕ унта.

Жюри çак лауреатсене палăртрĕ: 1-мĕш — Николай Казаков, 2-мĕшсем — Валерий Игнатьев тата Екатерина Изранова, 3-мĕшсем — Петя Романов тата Вячеслав Петров. Ку, паллах ĕнтĕ, композиторсене палăртни. Шел, юрăçсене палăртмарĕç. Тĕпрен илсен, эстрада конкурсĕсем ялан тенĕ пекех испол-нительсене палăртаççĕ-çке, пирĕн те çак традицирен пăрăнмалла пулман-тăр, ахăртнех. Хам енчен, çак юрăçсене палăртнă пулăттăм эпĕ: Казаков, Романов, Татьяна Васильева, Елена Степанова, Михаил Сер¬геев тата, паллах ĕнтĕ, «чăваш Сабрини» Ольга Малеева. Хăшпĕр тĕлте жюри кăмăлĕ мана хама пăртак иккĕлентерет. Сăмахран, 2-мĕш премие ти-вĕçнĕ Е. Изранован (Новосибирск (?) (композиторе) «Карталаннă уйăхĕ» (Р. Сарпи сăвви) фестивальте янранă начар юрăсенчен çÿллĕрех шайра-тăр, пăхса итлесе ларма та кăмăллă ăна, мĕншĕн тесессĕн Ольга Малеева — чи ăста, профессилле шая çывхарнă юрăç — юрлать, анчах-çке темшĕн чуна кĕрсе вырнаçмасть çак юрă. Сăмах — премисемпе вырăн-сем пирки мар, наци эстрадинче анлă сарăлнă пĕр юхăм пирки. Чылайăшĕ çапла шутлать пулас: наци поп-музыкине хăть те кам та, чăвашла пач пĕлмен-ни те тума пултарать имĕш. Тăвасса тăвать пуле те, чун-чĕре йышăнмасть унашкал эстрадăна. Туйăмсене ним чухлĕ те вăратаймаççĕ ун пек юрăсем. Н. Тихонов хăйĕн хаçатĕнче («МК») çапларах çырнăччĕ: мана хама чăваш юррисене акцентпа юрлани пачах та хăратмасть, тĕрлĕ çĕршывсенчи ушкăнсем акăлчанла юрлаççĕ-çке, ку хăйне евĕр илĕртÿллĕ те. Чăваш юррисене вырăслатса юрланин илĕртÿ-лĕхĕ пирки тавлашса тăмăпăр, ку чанахах та çапла е çапла маррине кашни чăваш çамрăкĕ хăй татса патăр. Анчах Чăвашра çуралса ÿснĕ, чăваш культурипе пĕр пĕрчĕ те кăсăкланман «гомо чебоксариуссем» тĕрлĕрен спекулятивлă сăлтавсене пула чăваш юррисене юрлама ăнтăлнине, шел пулин те, çав тери илемлĕ те илĕртÿллĕ пулам тесе хаклаймастăп.

(Акăлчанла юрласа тĕнчене тухма пултарнă чăваш ушкăнĕ килсен, эпĕ те Н. Тихоновран кая мар саванна пулăттăм, тен, ытларах та-и.) Ă,  ĕ,   у,   ç  сасăсене  калайманнинче  çес   мар   вёсен йывăрлăхĕпе ăнăçсăрлăхĕ. Чăн малтанах чун-чĕре опычĕ кирлĕ мар-ши? Чăваш çамрăкĕсем чĕре ыра-тăвне, саванăçне-хуйхине туймасăр, епле пулта ха вĕсем валли вĕсене килĕшмелле юрлама? Чăза:; чунне туймасăр чăваш поп-музыкине çырма пикенекен композитореем пирки каламăпăр та. Шупаш-кар завочĕсенче вуншар çул кăштăртатса пурнакан ансамбльсен опычĕ те çакнах çирĕплетсе памасть-и-ха? Чăваш культуринчен, чĕлхинчен писнĕ эстрад-никсен юрри-кĕвви чун-чĕрене тармалама тытăнни е çĕклентерсе вĕçтерсе яни пулнă-ши хăçан та пулин? Паллах, малтанласа чăващла пĕлсе ÿсме-сен те, кайран вĕренсе те пулать пуле чăвашла юрламашкăн, анчах — вĕ-рен-се! Урăх çĕршывеенче акăлчанла юрлама ăнтăлакансем чăн малтанах чĕлхене ларса вĕренеççĕ. Сабрина калана пек, кунне пĕр-икĕ сехет акăлчан чĕлхине вĕренме каять. «Чăваш Сабринин» те çавнашкал ларса вĕренесчĕ, вара вал, тен, Люда Семенова хыççăнхи наци поп-çăлтăрĕ пулма пултарĕччĕ-тĕр. Халлĕхе вара — йăлтах хит-ре, илемлĕ, профессилле шайра, анчах таçта кăмăл-туйăм айккинче. Вырăсла е акăлчанла юрлас тесен, тархасшăн, юрла, анчах вара чăваш юррин мар, вырăс е акăлчен юррин конкурсне кай. Енчен те Ольга Малеева пек пултаруллă юрăç чĕлхе пĕл-меннишĕн çех наци поп-музыкин тĕнчине кĕреймесĕр юлсан, кÿренмелле те, шел те пулĕччĕ, паллах. Чи кирли, пултарулăхпа ăсталăх, пур-çке, чĕлхене вара вĕренме те пулать. Вĕренесех пулать. Шута илинччĕ çакна Малеева. Халлĕхе наци поп-музыкинче профессилле шайра ĕçлеме талпăнакан, ĕçлеме пултаракан пĕртен-пĕр композитор — Николай Казаков. Унăн вĕрене-кенĕ Петя Романов та, сине тăрса ĕçлесен, пурне те йăлăхтара пуçланă пĕр-икĕ Юррине пăнтăртат-тарса çÿресе вăхăта сая ямасан, ăнăçусем тума пултарĕ. Казаковăн та пултарулăхĕнче йăлтах лайăх, йăлтах тивĕçтерет теме çук, анчах унăн чи кирли пур — хăйĕн сăнарĕ, чăваш чунне çывăхскер, хăйĕн тĕнчекурăмĕ тата хăйĕн аудиторийĕ.- Ун юррисем чĕререн тухаççĕ, чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ. Вал суймасть: юррисенче те, пурнăçра та. Çавăнпа юратать те ăна паянхи чăваш çамрăклăхĕ. Çавăнпах тивĕçĕ те унăн ыттисенчен пыеăкрах. Вал талпăнса ертсе пыракан наци эстради те ун пек пулинччĕ. Казаковпалан чăваш поп-музыкин умтапхăрĕ вĕçленчĕ,  чăн  тапхăрĕ,  чăн  историйĕ  пуçланчĕ. (1989—1990, Шупашкар)

Аван-и Хăна !

Хапăл туса йышăнатпăр!
Форма входа

Шырав

Календарь
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Çырусен архивĕ

Сайт тусĕсем
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Чăваш халăх пултарулăхĕ
  • Чăваш википедийĕ
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

  • Чăваш эстрадин фан клубĕ

    Код ил

    Copyright AKSAR © 2009 çул
    Используются технологии uCoz