"Чĕрем каçарĕ-ши" ятлă Алексеев Зайцев драматург "Мăкăнĕм, чунăм, савниçĕм" пьеси тăрăх лартнă пурнăçри юрату виçкĕтеслĕхне сăнласа паракан фильма ÿкерсе пĕтернĕ. Тин кăна пĕрлешнĕ çемьене Мира ятлă хĕрача килет. Çемье хуçи - Слава - ăна тахçанах пĕлнĕ. Çакăнтан пуçланать те кĕвĕçÿ, каварлашу, интрига...
Фильм видеооператорĕ - Владимир Карсаков. Рольсенче - Татьяна Зайцева ( Зайцева), Кулине - Света Савельева, Альтук - Валентина Музыкантова, Слава - Александр Степанов... Çак вăхăтра фильма монтаж тăваççĕ. Çитес вăхăтсенче вăл куракансем патне çитмелле.