ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН КЛУБĔЭрнекун, 26.04.2024, 06:29

Салам Хăна | RSS
Тĕп | Каталог статей | Регистраци | Кĕрĕм
Меню

Уйрăмри категорисем
Мои статьи [144]



YURATU.RU

alex-net

Мини-чат

Пирĕн ыйтăм
Хăш чăваш юрăçисем сире килĕшеççĕ
Пурĕ хурав: 1056

Статистика

Онлайнра пурĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0

Главная » Статьи » Мои статьи

В категории материалов: 4
Показано материалов: 1-4

Сортировать по: Вăхăтпа · Ятпа · Рейтингпа · Комментарипе · Тишкернипе
Мои статьи | Просмотров: 833 | Добавил: Aksar | Дата: 17.07.2009 | Комментарии (0)

Алексей Наумов ертсе пыракан «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн черетлĕ «Кăлкан» альбомне Евгений Турхан сăввипе çырнă «Сувар» юрă та кĕнĕ. «Кăлкан» ятăн паллă юптаруçăпа нимĕнле пĕрпеклĕх те çук, вăл альбомри юрăсенчен пĕри çеç. Çак альбом çамрăк композитор пултарулăхĕнчи черетлĕ картлашка темелле. «Чăваш пики» конкурса халалласа çырнă «Чăваш пикисем» юрă – Алексей пултарулăхĕнчи малтанхисенчен пĕри, «Хурлăханăн» ремиксĕ вара – юлашкисенчен пĕри. Унта кĕнĕ «Сенкер куçсем» юрă Чăвашрадиори «Кайри – мала» хит-парадра кăçалхи август уйăхĕнче çĕнтернĕччĕ. Çапах Тутарстанри итлекенсене (чăваш маррисене те) пуринчен ытларах Борис Борлен сăввипе çырнă «Кăвакарчăн» юрă килĕшет. Хăшĕсене вăл В.Цой кĕввисене те аса илтерет-мĕн.«Хусан чăвашĕсем» пирĕн хальхи эстрадăри шаблонсемпе юрăсем çырмаççĕ, уйрăмах ют çĕршыв е вырăс кĕввисемпе усă курса «юрă çыракансен» ĕçне сивлеççĕ. Вĕсен пултарулăхĕнче хăйне евĕр, альтернативлă кĕвĕсемпе текстсем. Музыкантсем хăйсем каланă тăрăх, «ăнланакансем валли». Вăрăсем те пур унта, вĕсене тытса тĕрмене лартакансем те, чăвашсен синкерлĕ кун-çулне те пĕр хăрамасăр тӳрреммĕн сăнласа кăтартнă çамрăксем. «Ăнланакансем валли» ятпа хăйсен юррисен РR-кампанине ирттерес шухăш та пур хусансен. 

– Пирĕн итлекенсем пахалăхсăр попсана тата фонограмщиксене «çие-çие» йăлăхса çитрĕç пулмалла, вĕсене урăхларах, чĕрĕрех юрăсем сĕнес килет, – тет Алексей Наумов. 
Тутарстанра юрă альбомĕсем кăларакан мухтава тивĕç чăваш арçыннисем сахал мар. Çырчаллинчи Иван Иванов, Аксури Владимир Егоров тата ыттисем те, çапах Алексей Наумовăн альбомне кăларассине Хусанти «ОSCAR-RECORDS» компани хăй çине илни ку чухне нумаййи çинчен калать. Çавăнпа кăçал кĕркунне альбомăн туянаслăхĕ Тутарстан Республикинче ӳснинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. Уйрăмах Пăва районĕнче паллă иккен юрăçсем. Кунта концертсемпе пĕрре мар пулнă чăваш патриочĕсен тепĕр альбомне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. 
– Сцена çине тухсан фонограммăсăр юрласа инструментсемпе калакансем тата та хушăнса пырасса шанас килет, – тет пултарулăх ушкăнĕн ертӳçи, – ун чухне тин чăваш эстрадинчи юрăсене тивĕçлипе хаклама тытăнĕç. 
Хальхи вăхăтра «Хусан чăвашĕсем» çĕнĕ юрă проекчĕ кăларма хатĕрленеççĕ. Унта Çурçĕр Кавказра пулса иртнĕ вăрçă, авалхи чăвашсен хальхи стильпе илемлетнĕ юррисем тата «Сувар» хаçат çинчен çырнă çĕнĕ юрă кĕрĕç.

■ Илья ПИМЕНОВ.

"Сувар" хаçат


Мои статьи | Просмотров: 842 | Добавил: Aksar | Дата: 17.07.2009 | Комментарии (0)

Типшем Сашук чăваш эстрадинче 1990 çулсенченех ĕçлет. Малтан ăна Александр Егоров ятпа пĕлетпĕрччĕ. Çураласса вăл Елчĕк районĕнче çуралнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр хушă çухалнăччĕ вăл. Халĕ вара Типшем Сашук ятпа, çĕнĕ юрăсемпе, çĕнĕ имиджпа таврăннă. Çапла килсе тухни те шăпа темелле. Ара, пĕр чиперке журналисткăна юратса пăрахнă хыççăн унран шăммипе тирĕ кăна юлнăччĕ. Хуравсăр юрату хăрушă япала иккен. Анчах та инкеке пула телей тенĕ пек "Типшем Сашук" тĕнчене килнĕ, чăвашла рэп çуралнă. Типшем Сашук малтанхи хăйĕн çинчен "Александр Егоров - пьянница, алкоголик, тунеядец" тесе шÿтлет, Америкăри негрсен рэпне кăмăлать, паянхи "Типшем Сашук" çутă чунлă, ĕçчен, сăпайлă та пултаруллă чăваш ачи тесе тĕслĕхсемпе çирĕплетет.

Вăл кăмăлакан рэперсен шутĕнче Kayne West, Chingy, UNK, DMX, Lloyd Banks. Вĕсенчен вĕренсе чăвашла рэп çырать. Çитес вăхăтра гангста рэп стилĕпе çырнă клип "Аксар" студинче ÿкерсе пĕтерĕç. Хаклăпăр. Никам çине шанман чăвашăн пĕтĕмпех йĕркелле пулассине иккĕленместпĕр. Типшем Сашук пушă вăхăт пачах та çук тесе калать. Пулмасăр, ăна ялан наушникпа курма пулать - юрра-кĕвве губка пек çăтать.

Çĕр çул



Мои статьи | Просмотров: 2047 | Добавил: Aksar | Дата: 30.06.2009 | Комментарии (0)

Сăнÿкерчĕксем

Васкаса (mp3)

Наташа Васильева Мурманск облаçĕнчи Полярный ятлă хулара авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Çак вăхăтра 2 аслă пĕлÿ илет - культура институтĕнче тата ЧПУра. Çемьере  аслă аппăшĕ тата шăллăмĕ пур. Ашшĕ Мускавра МЧСра ĕçлет, амăшĕ ял клубĕн директорĕ. Наташа пĕчĕк чухнех ташлама, юрлама юратнă. Шкулта йăрă пулнă та шкул ирттерекен пур мероприятисенче хутшăнма юратнă. Ачалăхри ĕмĕчĕ - сцена çине тухса юрласси. Сцена çине пĕрремĕш хут тухнă чухне куракансен кăмăлне хайĕн майлă çавăрнă. Чи интересли - Наташа 4 çула çитиччен чăвашла пĕлмен. Эпир Наташăпа курнăçрăмăр.

- Телей тени сирĕншĕн мĕн вăл?
- Эпĕ Пушкин "на свете счастья нет, но есть покой и воля" тенипе килĕшетĕп. Маншăн телей - манăн чун манпа, ытти çынсемпе çураçура пулни. Телей - асамлă тăрăм. Эпĕ телейлĕ! Чи кирли, чĕрере шанăç, юрату, ĕненÿ пулни. Чун чĕрĕ пулмалла, ют çын ыратăвĕпе хавасне йышăнмалла. Астăвăм та чĕрĕ пултăр. Малалла утма, пурăнма иртнĕлĕхе манмалла мар.

- Сайта вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
- Çын чунĕнче тăнăçлăх пулмалла, вĕчĕрхенÿпе тарăху ăна аркатаççĕ. Тĕнчере юрату çитмест, пĕр-пĕрне юратăр.

- Сирĕн çепĕç куллуна курсан, сирĕн кăмăл яланах савăк теме пулать...
- Шутлаччăрах. Мана япăх, кăмăл пăсăк пулсан та, эпĕ нихăçан та салху мар. Пуçа та усмастăп. Çапах та, тĕрĕссипе каласан, эпĕ ытти çынсем пекех. Кăмăл та ман ыттисем пекех. Йĕме те пултаратăп, тĕнче пĕтрĕ текен шухăш патне тен, çитейĕп. 




Мои статьи | Просмотров: 1448 | Добавил: Aksar | Дата: 28.06.2009 | Комментарии (2)

Аван-и Хăна !

Хапăл туса йышăнатпăр!
Форма входа

Шырав

Сайт тусĕсем
  • Чăваш халăх сайчĕ
  • Чăваш халăх пултарулăхĕ
  • Чăваш википедийĕ
  • Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ

  • Чăваш эстрадин фан клубĕ

    Код ил

    Copyright AKSAR © 2009 çул
    Используются технологии uCoz